Урмаелта çĕнĕ ача сачĕ
Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче паян çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Çак савăнăçа пайлама ялта пурăнакансем патне район ертÿçисем çеç мар, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитнĕ. Вăл ача сачĕ уçăлни демографи лару-тăрăвĕ ăнăçлă пулнине çирĕплетет терĕ. Пĕчĕккисем валли çĕкленĕ çуртра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.