ru24.pro
Новости по-русски
Сентябрь
2019

Паян Раççейре терроризмпа кĕрешес енĕпе пĕр шухăшлăх кунĕ

Паян Раççейре терроризмпа кĕрешес енĕпе пĕр шухăшлăх кунĕ. Шăп 15 çул каялла Бесланти шкула террористсем ярса илнĕ пулнă. Виçĕ кун ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене пĕлÿ çуртĕнче тытнă, авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче шкула штурмлама тивнĕ. Çак террактра 333 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 186-шĕ ача. Çак хурлăхлă куна асра тытса паян тĕнчипех аса илÿ мероприятийĕсем иртеççĕ. Шупашкарсем Çĕнтерÿ паркĕнче пуçтарăнчĕç, кун пирки Татьяна Раевская каласа парать.