Çĕнĕ Шупашкар 59 çулта
Иртнĕ вырсарни кун Çĕнĕ Шупашкар хули 59-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Уяв тĕрлĕ лапамра иртрĕ, Тĕкĕрç лаççинче спорт лапамĕ уçăлчĕ, халăх ăстисен куравне, ирхи зарядкăна, пултарулăх бульварне те халăх йышлă пуçтарăнчĕ.