Тĕнче чемпионатĕнчен медальпе
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта професси ăсталахĕн WorldSkills тĕнче чемпионачĕ иртрĕ. 63 çĕршывран килсе çитнĕ вун-вун команда йышĕнче Раççей ушкăнĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. 56 компетенцирен пĕринче Чăваш Ен каччи Евгений Краснов та хăй ăсталăхĕпе палăрчĕ. Кондитер ĕçĕ номинацире вăл ятарлă медаль çĕнсе илсе Раççей командине мала тухма пулăшрĕ.