Чăваш кун çулне сăнлакан уяв
![Чăваш кун çулне сăнлакан уяв](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/201907/8(19).jpg)
Тăван ял чысне, сумне упраса хăварса аталантарас тĕллевпе Чăваш Енри тĕрлĕ тăрăхра çулсерен ял уявĕсем йĕркелеççĕ. Элĕк районĕнчи Тăвăш Юнтапа ялĕнче пурăнакансем те ырă йăлана тытса пыраççĕ. Ялĕ пысăк мар — 38 килте 67 çын пурăнать. Уявра ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине çирĕплетрĕç вĕсем.