Йăлăмра илемлĕ те, хăтлă та пулĕ
Атăлăн сулахай çыранĕ пурне те çутçанталăк илемĕпе тыткăнлать. Анчах та Йăлăм — кану вырăнĕ кăна мар, унта пин-пин çын пурăнать. Вĕсен кил-таврашĕ хăтлăрах пултăр тесе кăвак çулăм илсе çитерме, урамсене çутăпа тивĕçтерме тĕллев лартнă. Ĕç еплерех пынине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе курчĕ.