Йăх-несĕл йывăççи – пурнăç историйĕ
Кирек епле çемье те хăйĕн пуçламăшне авалхи йăх-несĕл тымарĕнчен илет. Вăл мĕнле аталанса, хунавланса пыни кашни çыншăн кăсăклă. Сĕнтервăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнчи Михайловсем йăх-несĕлсен историне тĕпчесе йăх-несĕл йывăççине ăсталанă.