Хăрушсăрлăх — малти вырăнта
Ача-пăча вăхăта ирттерекен çуртсене яваплисем тĕрĕслесех тăраççĕ. Çулсерен çулталăк пуçламăшĕнче Шупашкар хула ертӳлĕхĕ ĕç йĕркине çирĕплетет. Унпа килĕшӳллĕн ятарлă комисси пайташĕсем черетпе ача сачĕсемпе шкулсене тĕрĕслеççĕ. Лукин урамĕнчи 10-мĕш ача садĕнче вĕсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.