ru24.pro
Новости по-русски
Май
2019

Картăпа çыхăннă информацие пĕлтермелле мар!

Çынна улталаса укçа туртса илнĕ тĕслĕхсем кăçал палăрмаллах ӳснĕ. Республикăра 500 яхăн çакнашкал киревсĕр ĕç-пуçа шута илнĕ. Йĕрке хуралçисем вĕсене уçăмлатас тесе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Анчах усал шухăшлисем те ахаль лармаççĕ-мĕн: хальхи çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса укçа çаратмалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шутласа кăлараççĕ. Çынсен вара самантлăха та асăрхануллăх пирки манмалла мар.