Прокопьевсем — спортпа туслă çемье
Чăваш Енре çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 13041 çемье шутланать. Вĕсенче 42 пин ытла ача ӳсет. Виçĕ ачаллисен хисепĕ 10 пинрен те каçать. Вĕсен йышне Шупашкарта пурăнакан Прокопьевсем те кĕреççĕ. Туслă кил-йышпа манăн ĕçтешсем паллашрĕç.