Строительсен аллинче пĕтĕм тĕнче
«Турă çĕре тунă, ыттине – строительсем». Çак каларăшран пуçларĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕл пулăва паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Уншăн строитель кунĕ питĕ çывăх пулнине пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен хăйĕн ĕç кун-çулне шăпах çак профессирен пуçланă. Уявра строительство тытăмĕнче тăрăшакансене патшалăх наградисемсемпе чысларĕç. Çулсерен çурла уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче строительсем професси уявне паллă тăваççĕ. Коммуналлă хуçалăхра, çулсем, çурт-йĕр тунă чухне хальхи йышши технологисемпе... Читать дальше...