«Манăн спорт» хушăм ĕçе кĕрет
Ăмăртусен шайне ӳстерĕ, спортри çитĕнӳсене шута илсе пырĕ, разрядсемпе ятсене тивĕçни курăнĕ. Çакна пĕтĕмпех «Манăн спорт» хушăмра сăнама пулать. Чăваш Енри спорт шкулĕсенче электронлă журнал ĕçе кĕртеççĕ. Цифра хатĕрĕсем пур тытăмра та вăй илсе пыраççĕ. Вĕсем ĕçе çăмăллатма пулăшмалла. Чăваш Енри спорт шкулĕсенче паян «Манăн спорт» автоматизациленĕ информаци тытăмĕпе анлă усă кураççĕ. Проекта «Физкультурăпа спорт» тытăмне цифра хатĕрĕсем кĕртессипе ĕçе кĕртеççĕ. Хальлĕхе республикăри 56 спорт шкулĕ... Читать дальше...