Çемье, юрату, шанчăклăх уявĕ
Паян Христос тĕнĕпе пурăнакансем Петĕрпе Феврони кунне паллă тăваççĕ. Православи чиркĕвĕ вĕсене çемьесене сыхлакансем тесе палăртнă. Раççейре уява 2008 çултанпа ирттереççĕ. Унăн палли – салтак тӳми чечек. Çак кун республикăри тĕслĕхлĕ çемьесене тĕрлĕ наградăпа чыслаççĕ. Паян та йăлана малалла тăсрĕç. Вĕсене Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.