Цифра телекуравĕ чăрмавлă пулмĕ
Аналогран цифра çине. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енри телекуравра пысăк çĕнĕлĕхсем пулĕç. Сенкер экрансем малтанхинчен самай лайăхрах кăтартма пуçламалла. Çĕршыври 20 канала пысăк пахалăхлă цифра меслетне куçарассишĕн «Раççейри телекурав тата радиохыпарлав тетелĕсем» пĕрлешӳ яваплă. Унăн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе республика ертӳçи Михаил Игнатьев паллашрĕ.