Депутат ачасене кĕнеке парнелерĕ
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çĕнĕ юхăм пуçарса ячĕ. Саккун кăларакан тытăмра тăрăшакансем ака уйăхĕнче ялсемпе хуласене çитсе çитĕнекен ăрăва Чăваш Ен аталанăвĕ пирки, пултаруллă ывăл-хĕрĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, чăвашла çырнă кĕнекесем парнелеççĕ. Пуçласа вĕсем Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕнче пулчĕç.