Василий Шадриков 80 çул тултарчĕ
Раççей ял хуçалахĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, чылай çул Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Ваттисен канашне ертсе пынă Василий Шадриков хăйĕн 80 çулхи менельникне паллă турĕ. Чăваш халăхĕн хисеплĕ çыннине саламлама Наци вулавăшне тăванĕсем, юлташĕсем, ĕçтешĕсемпе ăна сума сăвакансем пуçтарăнчĕç.