Чăваш литературин 20-мĕш ĕмĕрти историйĕ
Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче çĕнĕ кĕнекене пахаларĕç. Ун ячĕ - «Чăваш литературин 20-мĕш ĕмĕрти историйĕ». Ушкăнпа хатĕрленĕ монографи тăван республикăн Патшалăх премине илме тăратнă ĕçсенчен пĕри шутланать. Виталий Родионов ăсчах пуçарăвĕпе 2009-мĕш çулта çырма пуçланă икĕ пайлă кăларăма 8 тĕпчевçĕн ĕçĕсем кĕнĕ.