Стартра — ача-пăча театрĕ
Театр çулталăкĕнче сцена ăстисем куракана темĕнпе те тĕлĕнтереççĕ. Аслисемпе танах пĕчĕк артистсем те хăйсен пултарулăхне аван кăтартаççĕ. Шупашкарти ача-пăча керменĕ тĕп хулари шкул театрĕсене пухрĕ. Кунта сцена ăсталăхне туптакан ачасен «Театр асамлăхĕ» фестиваль пырать.