Ялсене — пысăк тимлĕх
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн пайташĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Тĕп ыйту - ял тăрăхĕсене малалла аталантарасси. Тĕлпулура республика Пуçлăхĕ ĕнер Раççей Правительствин ертӳçипе Дмитрий Медведевпа сӳтсе явнă программăпа паллаштарчĕ.