Тухтăр яла ĕçлеме каять
Чир-чĕр çаклансан - тӳрех тухтăр патне каятпăр. Ялта шур халатлă ĕçченсем — чи кирлисем. Апла пулин те хуларан аякра вырнаçнă вырăнсенче çынна сиплекенсем сахалтарах. Çак ыйтăва «Ял тухтăрĕ» программа татса парать. Унпа килĕшӳллĕн кăçал 20 ытла çамрăк сиплевçĕ ялсенче ĕçлеме пуçланă.