Ӳкессине пĕлсен тӳшек сар
Ӳкессине пĕлсен - тӳшек сар. Тепĕр майлă каласан, пушар тухма пултарассине шута илсе хăрушсăрлăх пирки маларах шутламаллине те манмалла мар. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Кемĕр хулинче «Зимняя вишня» ятлă суту-илӳ центрĕнче «хĕрлĕ автан» ташланă хыççăн халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче хăрушсăрлăха пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн патри суту-илӳ вырăнĕсенче те улшăнусем пулма тивĕç.