«Пулăшма нихçан та кая мар»
«Пулăшма вăхăт» - çакăн пек чĕнӳпе театр тата кино аритисчĕ Антон Макарский мăшăрĕпе хуларан-хулана куçса çӳрет. Уяв каçĕсенчен сутнă билет укçине вара сусăр ачасене парнелет. Трактор тăвакансен культура керменĕнчи уяв каçĕ пирки Мальвина Петрова корреспондент пĕлтерет.