ru24.pro
Новости по-русски
Январь
2022

«Ылтăн шайба» – хĕрӳ тупăшу

Маттур та хастар, патвар та хăюллă, çирĕп кăмăл-туйăмлă. Çак енсемпе палăрса тăраççĕ те пăр çине тухакан спортсменсем. «Хăравçă хоккей вăййине суйламасть», – палăртаççĕ пăр çине тухакан хастарсем те. Çур ĕмĕр каялла "Пионерская правда" хаçатра пĕтĕм çĕршыври çамрăк хоккейçăсене çĕнĕ турнира йыхравлакан чĕнӳ пичетленнĕ. Çапла «Ылтăн шайба» турнир çуралнă. Вăл паян та пин-пин ачана пĕрлештерет. «Ылтăн шайба» ăмăрту çулсерен анлăланса пырать. Паян акă, ăмăртăвăн регион шайĕнчи финалĕ иртрĕ. Сивĕ пăр çинче – вĕри юнлă çамрăк хоккеистем. Чăн-чăн хĕрӳ тупăшу спортсменсен чăтăмлăхне, çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн. 3-мĕш вырăншăн тĕп хуламăрти «Полтинник» тата «Буйволы» хоккей ушкăнĕсем тупăшаççĕ. Çамрăк хоккеистсен чĕри кăлт-кăлт тапни, вĕсен ертӳçисем мĕнлерех хумханни сисĕнет. Финал тапхăрĕнче урăхла пулма та пултараймасть. Хастар спортсменсене, паллах, çывăх çыннисем хавхалантарма килнĕ. Ярославпа Святослав Муллинсем вара, хоккей вăййипе мĕн пĕчĕкрен туслă. Ашшĕ çулĕпе утаççĕ тейĕн. АНДРЕЙ МУЛЛИН: «Манăн икĕ ывăл хоккейла вылярĕç, тăрăшса выляççĕ. Савăнатăп. Хам та вылянă питĕ лайăх. Питĕ лайăх пăхса тăма. Малтан хоккейла хам та лайăх вылянă. Вăхăтĕнче «Лучший бомбардир» ятне те хамăр шкулта çĕнсе илнĕччĕ. Çавна ачасем пăхса хоккея юратса малалла выляçççĕ ĕнтĕ». Кунта пуçтарăннă хоккеистсемпе, чăннипех те, мухтанма пулать. Эрнере темиçе хутчен уроксем хыççăн пăр çине тухса хăйсен ăсталăхне туптаççĕ хастарсем. Тĕрлĕ ăмăртуран чи сумли «Ылтăн шайба» пулнине пĕлтереççĕ вĕсем. Вăйăра вара яланхи пекех чи хастаррисене палăртмалла – сумлă виççĕмĕш вырăна ку тупăшура «Полтинник» ушкăн тухма пултарчĕ. Пĕремĕш вырăншăн вара «Скала» тата «Спартак» ушкăнсен хастарĕсем тупăшрĕç. Пăр лапамĕ çинче кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Пĕри чи лайăх тапăнаканни, тепри хапха сыхлаканни. Чи хастаррисен ятне вара хĕрӳ тупăшура 4:3-пе «Спартак» тивĕçрĕ. Çĕнтерӳçĕсене сумлă парнесемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна тухакансене спорт хатĕрĕсем туянма 100 000 укçа тĕревпе хавхалантарчĕç. Çĕнтерӳçĕсем республика чысне Раççей шайенчĕ хӳтĕлĕç