ru24.pro
Новости по-русски
Август
2019

Ирхи зарядка тата Атăл çийĕн уяв иртрĕ

Республика шайĕнчи пысăк уявсене эпир Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра паллă тума хăнăхнă. Кăçал вара, унта юсав пына пирки, тĕп хула 550 çул тултарнине ытти лапамсенче йĕркелерĕç. Чи çĕнĕ вырăн — Атăлăн Мускав çыранĕ. Уяв çавăн пекех Республика тӳремĕнче, Юрă уйĕнче тата ытти вырăнсенче те пулчĕ. Кашни лапамрах пирĕн пултарулăх ушкăнĕ ĕçлерĕ.